Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Июлӗн 2019, 11:31

"СЫВЛĂХ СЫХЛАВ" НАЦИ ПРОЕКЧĔ

Ултă çул хушшинче Пушкăртстан «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ шайĕнче федераллă бюджетран 16‚5 млрд тенкĕлĕх пулăшу илме тивĕçĕ.

Асăннă укçа-тенке инфаркт тата рак чирĕсемпе кĕрешме ярĕç‚ çĕнĕ ача-пăча поликлиникисемпе ФАПсем уçĕç. Кăçалхи çул кăна региона 4‚9 млрд тенкĕ уйăрса панă. Вĕсенчен 666 млн. тенкипе медицина онкологи организацийĕсем валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕрсем туянĕç. 2020 çулта çак ĕçех пурнăçлама тата пĕр миллиард тăкаклĕç. Районти пульницăсенче те онкологи уйрăмĕсем уçăлĕç. 500 млн. тенкипе çĕнĕ сиплекен учрежденисем хăпартĕç. 296 млн. тенкине ача поликлиникисенчи материалпа техника базисене лайăхлатма усă курĕç. Тепĕр 260 млн. тенки ялти ФАПсемпе куçса çÿрекен медицина комплексĕсене аталантарнă çĕре кайĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указĕ тăрăх «Сывлăх сыхлав» Наци проекчĕ 2019-2024 çç. пурнăçланмалла. Проект сывлăх сыхлав аталанăвĕн сакăр çул-йĕрне палăртнă: пирвайхи медицина пулăшăвĕ‚ чĕрепе юн тымарĕ тата онкологи чирĕсемпе чирлекенсене пулăшу‚ ачасене парăнакан медицина пулăшăвне аталантарасси‚ медицина специалисчĕсене хатĕрлесси‚ сывлăх сыхлав сферине цифрăласси‚ наци медицина центрĕсемпе медицина туризмне аталантарасси. Çавăн пекех 2024 çул тĕлне вăтам пурнăç тăршшĕне 78 çула çитересси.

Читайте нас: