Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Июлӗн 2019, 11:27

Халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшакан нацпроекта Пушкăртстанăн 30 яхăн предприятийĕ хутшăннă

Благовещенскри арматура завочĕ регионти «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшасси» наци проектне хутшăнакан 28-мĕш предприяти пулса тăнă.

Нацпроекта хутшăнасси çинчен килĕшĕве республика правительствин вице-премьерĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Раиф Абрахимов тата «Благовещенскри арматура завочĕ» АО генеральнăй директорĕ Александр Астахов алă пуснă.

«Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк вĕçлениччен нацпроекта республикăн 50 предприятине явăçтармалла. Наци проектне хутшăннисен шутĕнче — промышленность, ял хуçалăх, строительство индустрин предприятийĕсем.

Благовещенскри арматура завочĕ — Раççейре çак вăхăтчен ĕçлекен чи кивĕ заводсенчен пĕри, палăртнă Пушкăртстанăн Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-службинче. Ăна 1756-мĕш çулта пăхăр шăратакан завод пек йĕркеленĕ.

Заводăн хатĕр продукципе усă куракансем — Раççейĕн нефтьпе газ кăларакан, нефть ĕçлесе хатĕрлекен отрасль предприятийĕсем тата энергетика отраслĕн компанийĕсем. Заводăн продукцине тĕрлĕ çĕршывсене те сутаççĕ.

Наци проектне хутшăннă йĕркепе Благовещенскри арматура завочĕ производство процесĕсене оптимизацилессипе проектсене пурнăçа кĕртнĕ май ĕç тухăçлăхĕн сферинче экспертсен методологи пулăшăвĕпе усă курма пултарать.

«Перекетлĕ производство» инструменчĕсене хута кĕртсен завод Промышленность аталанăвĕн фончĕн çăмăллăхлă займĕ евĕр укçа-тенкĕ пулăшăвне (5 çула 1 процентпа 50 млн. тенкĕрен пуçласа 300 млн. тенкĕ таранччен) илме право пулать.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: