Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă 4 пин подъездран 80 процентне юсаса пĕтермелле. Радий Хабиров муниципалитетсен пуçлăхĕсене асăрхаттарса, ĕçе йышăннă çĕре пурăнакансем те хутшăнмаллине палăртнă. Тĕрлĕ актсенче вĕсем тунă ĕçĕн пахалăхĕ килĕшсе алă пусни пулмаллах. Çаплах регион ертÿçи 2020 çулта юсамалли подъездсен списокне тата юсав ĕçĕсен графикне хатĕрлеме хушу панă.