Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Июлӗн 2019, 09:33

ПУШКĂРТСТАН ФЕРМЕРĔСЕМ 2019 ÇУЛТА НАЦПРОЕКТ ТĂРĂХ СУБСИДИ ЕВĔР 300 МЛН. ТЕНКĔ ЫТЛА ИЛĔÇ

2024 çулччен республикăн 6500 фермерне пулăшу пама 2 млрд. тенкĕ тăкаклĕç.

Пушкăртстан правительстви «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тата ял кооперацин аталанăвĕ» наци проекчĕн йĕркипе фермерсене субсидисемпе грантсем уйăрса памалли йĕркене çирĕплетнĕ. Аграрисем хушшинче 318,2 млн. тенкĕ уйăрĕç, пĕлтернĕ Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.

«2019 çулта Пушкăртстанра «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тата уйрăм предприниматель пуçарăвне пулăшни» наци проекчĕн «Фермерсене пулăшмалли система йĕркелесси тата ял кооперацин аталанăвĕ» регион проектне пурнăçа кĕртме 318,2 млн. тенкĕ уйăрĕç, вĕсенчен 6,4 млн. тенкине республика бюджечĕ хывать», — тенĕ пĕлтерÿре.

Фермер хуçалăхĕсене грантсене конкурс никĕсĕпе уйăрса параççĕ. Кунсăр пуçне, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене тăкаксен пĕр пайне саплаштараççĕ, ял хуçалăх кооперацин тата фермерсене пулăшу паракан сферăра компетенци центрĕсем ĕç-хĕлне пурнăçлама субсиди илĕç. Республикăри Ял хуçалăх министерствин даннăйĕсем тăрăх реионта пурĕ те 6500 фермер шутланать, вĕсене пулăшма 2024 çулччен 2 млрд. тенкĕ яма планланă.
#нацпроекты;

#национальныепроекты

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан;
Читайте нас: