Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
23 Июлӗн 2019, 09:29

Пушкăртстанра виçĕ ФАПпа икĕ ача-пăча поликлиники тăваççĕ

Республикăн 33 медицина учрежденинче «Перекетлĕ поликлиника» проекта пурнăçа кĕртме пуçланă.

Унăн тĕллевĕ — процеса хутшăнакансен вăхăтне, нервисене тата ресурсĕсене перекетлесси. Çакăн валли учрежденисене килекенсене, тухтăрсемпе лабораторисен ĕçне, сывă тата чирлĕ пациентсене тĕрлĕ коридорсем тăрăх уйарнă. Килсе çÿрекенсене васкавлă пулăшу кирлисене, çырăннисене, профилактика прививки тума, справка илме килнисене пайлаççĕ. Юхăма уйăрма валли холта информаци стенчĕсемпе инфоматсем лартнă. Стенасемпе стендсем çинче кирлĕ уйрăмсене шыраса тупма пулăшакан кăтаркăчсем ÿкернĕ. Сывлăх сыхлав министерстви «Росатом» патшалăх корпораципе пĕрле медицина ĕçченĕсем валли «Перекетлĕ поликлиника» проект тăрăх ĕçлеме вĕрентекен 7 семинар ирттернĕ.

«Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн йĕркипе медицина оборудованин 306 единиципе, куçса çÿрекен 20 ФАПпа тата 7 флюорографпа тивĕçтернĕ.

Сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Максим Забелин «Сывлăх сехечĕ» форматра Туймазăпа Дюртюлинче виçĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне, икĕ ача-пăча поликлиникине, Республика онкодиспансерĕн хирурги корпусĕ çумне тĕксе хуралтă тунине пĕлтернĕ. Çавăн пекех Республика ача-пăча клиника больницине тата 18 ача-пăча поликлиникипе уйрăма юсаççĕ.

#нацпроекты;

#национальныепроекты

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан;
Читайте нас: