Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Июлӗн 2019, 09:42

ТУХТĂР ПАТНЕ ÇЫРĂНМА - МОБИЛЬЛĔ ПРИЛОЖЕНИ

«К-Врачу» Пушкăртстан Республикин Пĕрлĕхлĕ медицина порталĕнче официаллă мобильлĕ хушăм (приложение) хута янă.

Регионти сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вăл «Пĕрлĕхлĕ сывлăх сыхлав патшалăх информаци системин никĕсĕ çинче сывлăх сыхлавĕн пĕрлĕхлĕ цифрăллă контурне туни» («Создание единого цифрового контура в здравоохранении на основе единой государственной информационной системы здравоохранения») нацпроект витĕмĕпе пурнăçа кĕнĕ.

Çак приложенипе регистраци иртмесĕрех усă курса пулать. Уйрăм çын кабинетне (Личный кабинет) кĕме «Патшалăх пулăшăвĕ» («Госуслуги») порталăн учет çырăвĕнчи логин тата паролĕпе усă курмалла. Çакă пĕр-пĕр медицина организацийĕн тухтăрĕ патне çырăнма кăна мар, медицина пулăшăвĕпе çыхăннă информацие пĕлсе тăма та май парать.

Уйрăм çын кабинетĕнче тухтăрсен ĕç йĕркипе, медицина организацийĕсемпе паллашма май пур. Çавăн пекех обязательнăй страхлав полисĕ, пурăнакан адреспа çыхăннă участок, çав участокри врач çинчен информаци илсе пулать. Электронлă медицина картине те уçса пăхма пулать. «Медицина карти» уйрăмра 2017 çулхи 1 январьтен пуçласа илнĕ медицина пулăшăвĕ тата вĕсен хакĕ çинчен пĕлме май пур.

Мобильлĕ хушăма itunes тата Google play урлă тухса пулать.

Читайте нас: