Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Июлӗн 2019, 09:47

Ĕç министерстви ача-амăш капиталĕн программине сроксăр тума сĕннĕ

Раççей Ĕс министерстви ача-амăш капиталĕн программине сроксăр тума сĕнÿ тăратнă.

Çакăн çинчен ведомствăн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Вовченко пĕлтернĕ, каласа панă «РИА Новости».

Вăл ведомствăра çак программа тăрăх тÿлевсен яланхи индексаци виçине кĕртмелле тесе шутланине пĕлтернĕ.

Маларах çакăн пек сĕнĕве Федераци Совечĕн спикерĕ Валентина Матвиенко тăратнă. Вăл ача-амăш капиталĕн программине 2025 çулччен тăсмалла тенĕ. Çак решенине çулталăк вĕçлениччен йышăнма пулнине тимленĕ.

Ача-амăш капиталĕ Раççейре 2007 çултан ĕçлет. РФ президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн ана 2021 çулччен тăснă. Кашни çемье иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан 453,026 пин тенкĕлĕх тÿлев илет. Çак укçа-тенке çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачана вĕрентме е амăшĕн пенсине яма пулать.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты

#нацпроектыбашкортостан

#владимирпутин
Читайте нас: