Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
30 Июлӗн 2019, 09:34

СЫВЛĂХ СЫХЛАВНЕ - 5 МЛРД ТЕНКĔ

Пушкăртстан 2019 çулта «Сывлăх сыхлав» («Здравоохранение») наци проектне пурнăçа кĕртме 5 млрд тенкĕ ярĕ.

Республика бюджечĕ шучĕпе авариллĕ 15 фельдшерпа акушер пункчĕ вырăнне çĕннисене хăпартма палăртаççĕ.

Тепĕр тăватă фельдшерпа акушер пунктне федераллă укçа-тенкĕпе туянĕç. Юн тымар (сосудистый) чирĕсен уйрăмĕсене çĕнетме 300 млн ытла тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Халĕ медицина учрежденийĕсене оборудованипе тивĕçтерес ĕç пырать. Республикăри онкологи уйрăмĕсене 257 млн тенкĕлĕх оборудовани туянса парĕç.

- Çак эрнере республикăри онкологи диспансерĕсене çĕнĕ маммографпа тивĕçтерчĕç. Ача-пăча онкологи центрне тумалли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Икĕ поликлиника (Туймазă тата Дюртюли хулисенче) хăпартас, 18 ача-пăча поликлиники тата ача-пăча поликлиника учрежденине юсас ĕç вĕçленет, - пĕлтернĕ “Сывлăх сехетĕнче” («Здравчасра») ПР сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Забелин.

Ведомство пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, патшалăх медицина учрежденийĕсенче 1150 врачпа вăтам медицина персоналĕ çитмеççĕ. 2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2019 çулхи май уйăхĕ тĕлне 230 врач нумайланни паллă. Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчен вĕренсе тухнă 1226 выпускника ултă специальноçпа ĕçе вырнаçтарнă.
Читайте нас: