Пушкăртстан Республикин Культура министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, А.З. Валиди ячĕллĕ наци библиотекин сайтĕнче, «Кĕнеке палăкĕсем» пайра, ХХ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тухнă тавралăха тĕпчекен 100 тата патшалăх заданийĕсене пурнăçлакан 50 яхăн кĕнекене тупма пулĕ. Çак ĕçе алçырусемпе сайра тĕл пулакан кăларăмсен уйрăмĕ пурнăçлĕ. Кунта Мажит Гафури, Шайхзада Бабич, Даут Юлтый тата ытти авторсен пуçласа кун çути курнă произведенийĕсем кĕрĕç. Пушкăртстанри халăхсен кун-çулĕ, чĕлхепе культура аталанăвĕ çинчен каласа паракан литература та тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ. Хальхи вăхăтра республикăра театрсем пуçланса кайни çинчен çырса кăтартакан, Театр çулне халалланă хăш-пĕр кĕнекесене сканерлаççĕ.
Ал çырусемпе сайра тĕл пулакан кăларăмсен уйрăмĕнче 20 пине яхăн тăван тавралăха тĕпчекен издани упранать. Вĕсем чылай ăсчахсене кăсăклантараççĕ. Асăннă информаци çăлкуçĕсенчен чылайăшĕ араб графикипе тата латин çырулăхĕпе пичетленнĕ. Апла пулсан та вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ, ют çĕршывра пурăкансене кăсăклантараççĕ.