Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Августӑн 2019, 09:49

ПУШКĂРТСТАНА ДАНИНЧЕН ĂРАТЛĂ ПУШМАК ПĂРУСЕМ ИЛСЕ ÇИТЕРНĔ

Пушкăртстана 406 пуç ăратлă пушмак пăру (нетел) илсе çитернĕ.

Вĕсем голштинпа фриз ăратне кĕреççĕ. Выльăхсене сĕт суса илессине аталантармалли патшалăхăн ятарлă программипе килĕшÿллĕн Чекмагуш районĕнчи «Базы» ООО ял хуçалăх предприятийĕ Данинчен туяннă.

Инçе çулпа таможньăри йĕркерен ывăннă выльăхсем Россельхознадзорăн Пушкăртстанри референтлă центрĕн ветеринари уйрăмĕн тата ПР ветеринари управленийĕн специалисчĕсен тĕрĕслевĕ витĕр иртнĕ. Ун хыççăн «датчанкăсене» 30 кун тăршшĕ карантин иртмелли ятарлă витесене вырнаçтарнă.

Çак вăхăт хушшинче асăннă инстанцисен специалисчĕсем выльăхсене сăнаса‚ юн илсе Тĕрĕслев центрĕнче пăхса тăрĕç. Ку ĕçсене çĕршыв территорине хăрушă чир-чĕр сарăласран сыхланма туса ирттерĕç.

Россельхознадзорăн референтлă центрĕн пресс-секретарĕ Альберт Хисамутдинов пĕлтернĕ тăрăх‚ çулталăк вĕçлениччен «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ Евросоюз çĕршывĕсенчен тата 600 мăйракаллă шултра пушмак пăру сутăн илме палăртать. Вĕсене йышăнма çутă та анлă витесем хатĕрленĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ.

Референтлă центр пĕлтернĕ тăрăх‚ çулталăк вĕçлениччен республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе нумай сĕт паракан элитлă мăйракаллă шултра выльăха 3000 пуç туянма палăртаççĕ.

Çак кунсенче тата тепĕр ял хуçалăх предприятине - Туймазă районĕнчи «Нерал-Матрикс» ОООна - 126 пуç голштинпа фриз ăрачĕн пушмак пăру çитнĕ.
Читайте нас: