Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
21 Августӑн 2019, 09:40

МУСКАВ ОНКОЛОГĔСЕМ ÇТЕРЛĔПЕ САЛАВАТ ХУЛИСЕНЧЕ ОНКОСКРИНИНГ ИРТТЕРĔÇ

«Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Медицина тĕпчевĕсен наци центрĕн специалисчĕсем Пушкăртстана килсе çитнĕ.

Эрне хушшинче тăватă онколог-мамолог Çтерлĕ хулинче çынсене йышăнĕç. Çак хыпара оперативлă ларура республикăри сывлăх сыхлав министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Максим Забелин пĕлтернĕ.

Ун сăмахĕсем тăрăх‚ тепĕр эрнерен федераллă центрти онкологсен ушкăнĕ Раççейри Сывлăх сыхлав министерствинче штатра тăман тĕп онколог Андрей Каприн академик ертсе пынипе «Онкопатруль» акцине хутшăнĕ. Специалистсем Салаватпа Çтерлĕ хулисенчи пысăк предприятисенче ĕçлеме палăртаççĕ. Вĕсем сиенлĕ шыçăсене тупса палăртас тĕллевпе онкоскрининг тата диагностика ирттерĕç.

- Республикăра пурăнакансем çак опыта лайăх йышăнсан‚ малашне те ирттерме палăртатпăр‚ - пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ. - Эпир малтанхи утăма турăмăр. Иртнĕ эрнере Нефтекамск хулинче медицина десанчĕ пулчĕ. Хулара эндокринологсемпе неврологсем‚ кардиологсем ĕçлерĕç.

Кадрсем çитмен тата специалистсем патне лекме 10 кун ытла кĕтекен районсенче асăннă акцие çулталăк тăршшĕ ирттерме палăртаççĕ. Унсăр пуçне акцие Ишимбайпа Пелепей хулисен те хутшăнма май пулĕ.

- Малашне тулли те паха ĕçлес тĕллевпе халĕ специалистсем çитмен районсен списокне тепĕр хут пăхса тухатпăр. Кадрсемпе çыхăннă ыйтăва татса париччен халăх паха медицина пулăшăвĕпе усă курма пултарать‚ – палăртнă Максим Забелин.

«Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви регионта çичĕ проекта пурнăçлать. 2019 çулта проектсене хута яма 5 млрд ытла укçа-тенкĕ уйăрса панă. Вĕсенчен 2‚5 млрд тенки федераллă бюджетран килĕ.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: