Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Августӑн 2019, 09:26

Пушкăртстан «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçлама 8,2 млрд. тенкĕ тăкаклать

2019 çулта «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçлама Пушкăртстан 8,2 млрд. тенкĕ тăкаклать, вĕсенчен 4,7 млрд. тенки федераллă бюджетран куçать.

Укçа-тенкĕ 200 ытла çухрăма юсама, тĕпрен юсама, тума, çавăн пекех Уфари Туслăх монуменчĕн районĕнчи Шуратăл çырма урлă кĕпер тума кайĕ.

Азамат Таепов ПР Çул-йĕр хуçалăхĕн управленин ертÿçин çумĕн сăмахĕсем тăрăх, ĕçсене графикран маларах туса пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне Кушнаренко— Чекмагуш — Бакалă автоçулăн лаптăкĕсене юсаса пĕтернĕ.

«Ĕçсене ку чухнехи технологисемпе усă курса пурнăçланă. SP-12 калăпăшлă проектировани меслечĕпе хутăш сарнă. Тикĕсленĕ. 15 920 тăваткал метр лаптăк çинче 5000 тонна асфальтпа бетон хутăшне сарнă. Кунсăр пуçне чарăну павильонне çĕнетнĕ, çул хĕррисене тунă, çул паллисене ÿкернĕ», — пĕлтернĕ управлени представителĕ.

2019 çулта республикăра наци проектне пурнăçа кĕртнĕ йĕркепе Уфа агломерацинче федераци, республика, вырăн пĕлтерĕшлĕ 80 çухрăм ытла çулсене норматив шайне çитерĕç, Çтерлĕ агломерацинче — 65 çухрăм.

Юсавсăр пуçне проект йĕркипе çул-йер паллисене лартма, барьер, тротуар тата çуран çÿремелли картасене тума, светофорсем лартма планланă. Çавăн пекех палăртнă лаптăксенче çулçÿрев правилисене пăснине сăн ÿкерекен тата видеосăнав комплексĕсене, виçепе габарит контролĕн автоматизациленĕ пункчĕсене, çулçÿрев интенсивлăхĕн датчикĕсене лартмалла.

"Башинформ" ИА.


Читайте нас: