Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Августӑн 2019, 09:28

ПУШКĂРТСТАНРА АЧАСЕН АЛ-УРИСЕНЕ РЕАБИЛИТАЦИЛЕМЕЛЛИ КОМПЛЕКССЕМ ПУЛĔÇ

Республикăра «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ачасем ал-урисене йывăр амантнă хыççăн реабилитаци иртмелли комплекссем ĕçле пуçлĕç.

Комплекссем республикăри 11 медицина организацийĕн никĕсĕ çинче уçăлĕç.

Вĕсен шутне Ĕпхÿри Республика ача клиники больници тата 17№ ача-пăча больници‚ Çтерлĕпе Белорецк‚ ‚ Нефтекамскпа Салават‚ Кумертаупа Сибай, Бирскпа Октябрьск хулисенчи тата Месягутово ялĕнчи медицина учрежденийĕсем кĕреççĕ.

Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ республика реабилитаци ирттермелли хатĕр-хĕтĕрсене туянма пуçланă.

Комплекс хăйне евĕрлĕ тренажертан тăрать. Ун çинче аслисем те‚ ачасем те ĕçлеме пултараççĕ. Аппаратăн тĕп тĕллевĕ - шăмă сыппине ĕçлеттерме майсем туса парасси тата унăн кулленхи хусканăвне йĕркене кĕртесси. Çакă вара операцисемпе сурансем хыççăнхи йывăрлăхсенчен хăтăлма пулăшать.

Кăçал Пушкăртстан «Сывлăх сыхлав» наци проектне пурнăçа кĕртме 5 млрд тенкĕ укçа тăкаклĕ. Регион бюджечĕн нухрачĕпе кивелнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене улăштарĕç. Больницăсенчи юн тымар (сосудистые) уйрăмĕсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме 300 млн тенкĕлĕх сакăр контракт алă пуснă. Ытти медицина учрежденисене хатĕр-хĕтĕрсемпе тивĕçтерме тытăннă. Республикăри онкологи уйрăмĕн пурлăх никĕсне аталантарма 257 млн тенкĕ уйăрнă.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан

Читайте нас: