Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Августӑн 2019, 09:35

Пушкăртстанра «Çурт-йĕр тата хула тавралăхĕ» наци проекчĕн кăтартăвĕсене тăватă хут ирттерсе тултарнă

Пушкăртстанра 2019 çула авариллĕ çурт-йĕртен çынсене куçарассипе «Çурт-йĕр тата хула тавралăхĕ» наци проекчĕн кăтартăвĕсене тăватă хут ирттерсе тултарнă.

ПР Патшалăх строительствинче çак енлĕ ĕç 2019—2024 çулсенче граждансене авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен пурăнма куçармалли регионти Адреслă программа йĕркипе пынине пĕлтернĕ.

«Хальхи вăхăтра авариллĕ çурт-йĕртен çынсене вырнаçтарса тухнă лаптăк 4,82 пин тăваткал метрпа танлашать, 300 çынна уйăрса вырнаçтарнă. 2019 çулхи тĕллев кăтартăвĕсене Пушкăртстанра июль уйăхĕнчех пурнăçланă, апла пулин те çынсене вырнаçтарасси малалла пырать», — пĕлтернĕ ПР Строительствăпа архитектура Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Артем Ковшов.

РФ Строительство министерстви çирĕплетнĕ тĕллевлĕ кăтартусемпе килĕшÿллĕн 2019 çулта регионта 1,05 пин тăваткал метртан 60 çынна вырнаçтармалла пулнă.

2019 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейре 65,42 пин тăваткал метртан 3,73 пин çынна вырнаçтарнă. 2024 çул тĕлне авариллĕ çурт-йĕртен 530 пине яхăн Раççей çыннине вырнаçтармалла.

Кăçал февраль уйăхĕнче Тутарстанра РФ Патшалăх Совечĕн президиумĕн анлă ларăвĕнче РФ президенчĕ Владимир Путин çурт-йĕр тумалли тата авариллĕ çуртсенчен çынсене куçармалли хăвăртлăха пысăклатмаллине уйрăм тимленĕ.

«Пирĕн тĕллев — авариллĕ çурт-йĕртен вăл йĕркелениччен маларах çынсене куçарасси. Урăхла каласан, çулталăкне 2 млн. ытла тăваткал метр. Çак шая эпир 2023 çултан кая мар юлса тухмалла. Çакăн пек кăна эпир çĕршывăн çурт-йĕр фондне чăннипе çĕнетме пултарăпăр», — ăнлантарнă патшалăх пуçлăхĕ.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: