Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Августӑн 2019, 09:30

Пушкăртстанра вăрмансене сыхласа хăварма 2,2 млрд. тенкĕ тăкалĕç

«Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласа хăварасси» федераллă проект йĕркипе Пушкăртстан вăрман каснипе вăрман лартас хушшинчи шайлашăва тивĕçтерме 2024 çулччен 2,2 млрд. тенкĕ тăкаклĕ.

Çакăн çинчен августăн 28-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцинче республикăн вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов пĕлтернĕ.

Федераллă проекта пурнăçлама пĕтĕмĕшле 141 млрд. тенкĕ уйăрса парĕç. Пушкăртстанра проект валли 2,2 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен 900 млн. тенкĕ федераллă бюджетран, ытти 1,3 млрд. тенкĕ вăрманпа усă куракансен, арендаторсен бюджетри мар укçи-тенки. Кăçал проект йĕркипе 163 млн. тенкĕ илнĕ.

«Республикăн тата çĕршывăн вăрман хуçалăхе çакăн пек укçа-тенкĕ юлашки 20-25 çул хушшинче те курман, — пĕлтернĕ Марат Шарафутдинов. — 80 млн. тенке яхăн вăрман лартмалли ĕçсене ирттерме кайĕ, 80 млн. тенкĕ — вăрман пушарĕн тата вăрман хуçалăхĕн техникине туянма. Вăрман хуçалăхĕсем валли 37 единица техника, вăрман пушарĕн 12 единица техникине туяннă.

«Çакă пурте çитес çулсенче программăн кăтартăвĕсене çĕнсе илме лайăх пулăшĕ, — хушнă министр. — 2024 çул тĕлне эпир каснă пĕр гектар вăрман вырăнне 100 процентлă кăтартупа вăрман лартмалла. Кăçал 13,5 пин гектар вăрман лартнă. Вăрман каснипе вăрман лартнă шайлашу 62 процентпа танлашать. 2018 çулта эпир вăрман каснинчен ытларах вăрман лартнă — 118 процент».

Справка: Пушкăртстан территорин 40 процентне вăрман йышăнать. ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви 5,7 млн. гектар тытса тăрать, ытти çĕрсем — федераллă пĕлтерĕшлĕ уйрăм сыхлакан çутçанталăк территорийĕсем.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан


Гульфия Акулова.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: