Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Сентябрӗн 2019, 09:40

«КУЛЬТУРА» НАЦИ ПРОЕКЧĔН ВИТĔМĔПЕ 435 МЛН ТЕНКĔ УКÇА УЙĂРСА ПАНĂ

2019 çулхи 8 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Культура» наци проекчĕн регионти программисене пурнăçлама Пушкăртстан федераллă бюджетран 435 млн тенкĕ тăкакланă.

Правительствăри оперативлă канашлу вăхăтĕнче ПР культура министрĕ Амина Шафикова 230 млн тенке яхăн ачасен искусство шкулĕсем тата ятарлă профильлĕ вăтам вĕренÿ заведенийĕсем валли музыка инструменчĕсем туяннă çĕре янине пĕлтернĕ. 96 млн тенкĕ тăватă культура çуртне хăпартма тата реконструкцилеме тăкакланă, 50 млн тенкĕ – кинозалсене çĕнетме, 46,5 млн тенкĕ – автоклубсем туянма.

Министр сăмахĕсем тăрăх Пушкăртстанра наци проектне пурнăçлама 904 млн тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 745 млн тенкине культура учрежденийĕсене хăпартма тата тĕпрен юсав ĕçĕсем тума ярĕç.

- Кăçал виçĕ ял Культура çуртне уçма палăртатпăр – Кигин районĕнче Анат Киги ялĕнче, Салават районĕнчи Мурсалимкинăра тата Дуван районĕнчи Дуван ялĕнче. Пĕр çуртрах культура çурчĕ, ачасен искусство шкулĕ, библиотека, кафе тата спорт вăййисем ирттермелли зал та пулĕ. Вĕсене хальхи самана ыйтакан сасă тата çутă техникипе, мультимеди аппаратурипе тивĕçтерĕç,- тенĕ Амина Шафикова.

Çулталăк вĕçне Мишкин районĕнчи Мишкин ялĕнче çĕнетнĕ хыççăн мари историпе культура центрĕ тата Мияки район центрĕнче тĕплĕ юсав хыççăн Культура çурчĕ ĕçлеме тытăнĕç.

- Çывăх вăхăтра отрасле пысăк улшăнусем кĕтеççĕ. Пуçласа федераллă шайра культура сферине наци проектне кĕртнĕ. Темиçе çул хушшинче республикăра пурĕ 27 ялта çĕнĕ культура çурчĕсем хăпартма, 52 культура учрежденине тĕпрен юсама палăртаççĕ. Кун пекки халиччен те пулман», - пĕлтернĕ министр.

«Культура» наци проектне 2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин указĕпе çирĕплетнĕ. Проектăт тĕп тĕллевĕ – граждансене культура потенциалĕпе усă курма ансат мелсем туса парасси.

Наци проектне виçĕ федералла проект кĕрет:

- «Культура хутлăхĕ» («Культурная среда»). Вăл культура учрежденийĕсене çынсемшĕн ункайлă тата хăтлă (комфортлă) условисем туса парассипе çыхăннă;

- «Творчествăллă çынсем» («Творческие люди») - кадрсене хатĕрлесси, творчество проекчĕсемпе ирĕклĕ юхăмсене аталанма хавхалантарасси;

- «Цифрăллă культура» («Цифровая культура») - цифрăллă технологисене хута ярасси.

Пушкăртстан çÿлерех асăннă виçĕ федераллă проекта та хутшăнать. Ултă çул хушшиче регионти проектсене пурнăçа кĕртме10 млрд тенкĕ уйăрĕç.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: