Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
3 Сентябрӗн 2019, 09:39

149 ВĂРМАН ПУШАРĔН ТĂКАКĔ 4‚5 МЛН ТЕНКĔПЕ ТАНЛАШНĂ

Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа 149 вăрман пушарĕ тухнине регистрациленĕ.

Вут-çулăма пула 2100 гектар вăрман территорийĕ сиенленнĕ. Иртнĕ çул вара республика вăрманĕсенче 123 вăрман пушарĕ пулнине шута илнĕ. Унăн ытамне 1000 гектар çĕр лаптăкĕ лекнĕ. Вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов пĕлтернĕ тăрăх‚ кăçалхи вăрман пушарĕсен тăкакĕ 4‚5 млн тенкĕпе танлашать.

-149 пушартан 124-шне пĕр талăкрах сÿнтернĕ. Пушарсен ытларах пайĕ Урал енчи районсенче тухнă. Кăçал çак районсенче çанталăк çуркунне пуçланнăранпах типĕ тăнă. Çавăнпа унта уйрăм лару-тăру режимĕ палăртнă. Унсăр пуçне республика тăрăх та пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине тытса пынă. Вăл халь те сакăр район муниципалитечĕсен лаптăкĕсенче пурнăçланать‚ – тенĕ министр.

Пушарсен ытларах пайĕ‚ 54 пушар‚ çумăрсăр кунсенчи аслатине пула тухнă. Регионта пĕтĕмĕшле 1000 гектар çинче 10 пысăк пушар пулнине те шута илнĕ. Нумай пулмасть Хайбулла районĕнче вут-çулăм алхаснă. Унăн ытамне 140 гектар çĕр лаптăкĕ лекнĕ‚ ăна икĕ талăкран çеç сÿнтернĕ. Пушара сÿнтерес ĕçе 280 çынна тата 56 единица техники явăçтарнă.

Кăçалхи çул «Экологи» наци проекчĕ тата «Вăрмансене сыхласси» федераллă проект шайĕсенче вăрман пушарĕсене сÿнтермелли техникăсене туянма 80 млн тенкĕ уйăрнă. Ятарлă техникăсен шутне автоцистернăсем‚ техникăна юсамалли куçса çÿрекен мастерской‚ вăрман пушарне хирĕç кĕрешекен трактор‚ прицеплă тягач кĕреççĕ. Пĕтĕмĕшле 15 единица техники. Проектпа палăртнă тăрăх‚ 2024 çул тĕлне пушар станцисене ятарлă техникăпа 100% тивĕçтерме палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне çак ĕçе 82% çеç пурнăçланă.

- Техникăсем çителĕклĕ пулсан çеç станцисен вăрман пушарĕсене оперативлă сÿнтерме май пулĕ. Унсăр пуçне вăрман пушарĕсен сиенлĕхĕ 37% çити пĕчĕкленессине шанатпăр‚ – пĕтĕмлетнĕ вăрман ведомствин ертÿçи.


#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан

Читайте нас: