Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 14 туберкулезпа, 40 ытла онкологипе чирлекенсене шута илни, темиçе пин çынна «сахăр диабечĕ» диагнозпа учета тăратни паллă.150 çын Ĕпхÿри кардиологи центрĕнче сипленĕç, Пушкăртстанра пурăнакан 300 ытла пациента Ĕпхури çÿллĕ шайри техникăпа тивĕçтернĕ пульницăсенче медицина пулăшăвĕ парĕç.
Стоматологи модулĕсем те пысăк тухăçлă та усăллă пулнине кăтартнă. Вĕсенче тивĕçлĕ медицина страхованийĕн фончĕ шучĕпе 500 ял çынни шăлĕсене сипленĕ.
- Çынсем «Сывлăх поезчĕ» акци çинчен ырăпа асăнаççĕ, вĕсем патне малашне те килме ыйтаççĕ. Тепĕр тăватă района çитмелли юлчĕ. Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăн пур территорине те çак акципе иртес тетпĕр, - каласа панă сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин Салават хулинче «Онкопатруль» акцин пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май.
ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров çакăн евĕр акцисене малашне те йĕркелесси пирки пĕлтернĕ.
- Çынсен сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пымаллине, сиенлĕ йăласемпе пурнăçа кĕскетме кирлĕ маррине асра тытмалла. Тухтăрсем организмра онкологи чирĕн пуçламăш тапхăрне тупса сиплев курсне иртме сĕнсен те çакăнпа килĕшмен çынна ăнланма йывăр. Вăл хăйне-хăй вилме хистенипе пĕрех, - палăртнă вăл.