Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
6 Сентябрӗн 2019, 09:42

ПУШКĂРТСТАНРА ПУÇЛАСА ПĔРРЕМĔШ ПОЛИЛИНГВАЛЬНĂЙ ШКУЛ УÇĂЛНĂ

Республикăра Ĕпхÿри Дема районĕнче пуçласа пĕрремĕш полилингвальнăй нумай профильлĕ «Смарт» 162№ шкул уçăлнă.

Шкула уçас чаплă церемонинче Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă окургăн тулли праваллă представителĕ Игорь Комаров тата Пушкăртстан пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров пулнă.

Шкула Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă. Пĕтĕмпе ăна хута яма 790 млн тенкĕ тăкакланнă. Тата 229 млн тенкĕ çĕнĕ оборудовани туяннă çĕре кайнă. Тăкаксене саплаштарма 642 млн тенкĕ республика бюджетĕнчен, 377 млн тенкĕ федераллă бюджетран уйăрнă.

Строительство ĕçĕсене çулталăк хушшинче вĕçлеме пултарнă, халĕ «Яркий» микрорайонта пурăнакан 1000 ачашăн смарт-шкул алăкĕ уçă.

Компьютер класĕсемпе ют çĕршыв чĕлхисене ăша хывмалли мобильлĕ лингафон кабинечĕсемсĕр пуçне инженерипе технологи профильлĕ робототехника лабораторийĕ тата 3D моделированипе прототипировани (продукцин ансат версийĕ, япалана тăвичченех çитменлĕхсене курма пулăшать) кабинечĕсем пур. Шкул киностудийĕ, издательство центрĕ, дизайн студийĕ, тренажер залĕ ĕçлет. Пур кабинетсене те интерактивлă хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Çĕнĕ 162№ шкул директорĕ Наиль Аминев каланă тăрăх, вĕрентÿ процесне вырăс, пушкăрт тата акăлчан чĕлхисемпе йĕркеленĕ.

Пиллĕкмĕш класран пуçласа ачасем иккĕмĕш ют çĕршыв чĕлхине вĕренме пултараççĕ. Шкулта ачасем пĕр сменăпа вĕренеççĕ, кăнтăрла хыççăн тĕрлĕ хушма занятисем иртеççĕ.

Кунта вĕренĕве профильсене кура йĕркеленĕ. Математикăна, информатикăна, химие тата биологие тимлесе вĕренмелли классем пур.

Аслă класри вĕренекенсем социаллă экономика, химипе биологи, медицина профилĕсене суйласа илме пултараççĕ. Юлашки юхăма пурнăçа кĕртме вĕрентÿ учрежденийĕ Пушкăрт патшалăх медицина университечĕпе çыхăну йĕркелĕ.

Шкул çуртĕнче медицина уйрăмĕ пур. Кунта стоматолог, прививка тумалли, процедура тата врач кабинечĕсем кĕреççĕ.

Смарт-шкулта спорта пысăк тимлĕх уйăраççе. «Шкулти кĕрешÿ спорчĕ» федераллă проекта пурнăçланă май, кунта занятисене ятарлă кĕрешÿ тренерĕ ирттерет.

Пĕтĕмпе полилингвальнăй шкулта виçĕ спортзал, искусствăлла майпа сарса тунă футбол уйĕ тата 10 тулти спорт лапамĕ пур. Спорт лапамĕсене резина тĕпренчĕкĕсенчен тунă, суранлассинчен сыхлакан тикĕс витĕм сарнă. Баскетболпа волейбол лапамĕсене 3D сеткăпа карта тытнă.

Ачасене апатпа тивĕçтерессине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Кулленхи меню тĕрлĕ апатпа пуян. Çавăн пекех ачасен рационне ÿсекен организмшăн кирлĕ сĕт-турăх та кĕртнĕ.

Пĕр вăхăтра 400 ачана йышăнма пултаракан столовăйĕнче Радий Хабировпа Игорь Комаров тата ачасен ашшĕ-амăшĕсем апата астивсе пăхнă, вĕсем унăн пахалăхĕпе кăмăллă юлнă.

Кăçалхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей шайĕнче иртнĕ пушкăрт чĕлхи вĕрентекенĕсен съездĕнче Радий Хабиров полилингвальнăй шкулсен сетне тăвасси çинчен каланăччĕ. Июль уйăхĕн 30-мĕшĕнче республика правительстви «Пушкăртстанра полилингвальнăй нумай профильлĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем» проекта уçма ирĕк парса ятарлă хушу йышăннăччĕ.

Читайте нас: