Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Сентябрӗн 2019, 09:41

ОНКОДИСПАНСЕРА ЛАЗЕРЛĂ ХУРУРГИ КОМПЛЕКСĔПЕ ТИВĔÇТЕРНĔ

Пушкăртстанри онкодиспансера «Сывлăх сыхлавĕн» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн лазерлă хирурги комплексĕпе тивĕçтернĕ.

“СО2 лазер” хăйне евĕрлĕ хатĕрпе мышца биотĕртĕмĕ (биоткань) енчен анлă усă курма пулать: сурансене хирурги хатĕрленĕвĕнчен пуçласа касиччен‚ электросиплев тата кирлĕ участока пăспа тасатасси. Республикăри онкодиспансер специалисчĕсем каланă тăрăх‚ лазерпа тĕрĕс те этеплĕ (деликатно) сиплеме пулать. Процедурăсем хыççăн пациентсем часах ура çине тăрĕç‚ сывлăхĕ те кĕске вăхăтра çирĕпленĕ.

Лазер хирурги комплексĕ тухтăрсене онкологи чирĕсемпе тухăçлă кĕрешме пулăшĕ. Унпа усă курнă вăхăтра кирлĕ анестези калăпăшĕ пĕчĕкленет‚ юн юхмасть‚ шыçăсемпе вĕрĕлÿрен хăтăлма пулать тата операци хыççăнхи ырату та вăйлă сисĕнмест. Пациентсем‚ хирурги операцийĕсемпе танлаштарсан‚ часрах сывалаççĕ.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: