Калаçăва Раççей профилактика медицинин специалисчĕсем, штатра тăман тĕп специалист-кардиологсем, Пушкăртстанăн патшалăх влаçĕн, пысăк производство предприятисен, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнаççĕ.
— Конференци программине чылай çивĕч ыйтусене кĕртнĕ. Вăл пленум ларавĕнчен пуçланать, унта чĕрепе юн чирĕсенчен вилессине чакармалли задачăсене сÿтсе яваççĕ, унтан тĕрлĕ темăсемпе темиçе çаврасĕтел ирттереççĕ, — палăртать республика кардиоцентрĕн пресс-секретарĕ Елена Ледяйкина.
Кунсăр пуçне Пĕтĕм Раççей конференцине хутшăнакансене фармацевтика компанийĕсен продукцийĕн тата «Пушкăртстан продукчĕ» бренд таварĕсен выставки кĕтет.
Конференци Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарса янă «Сывлăх сыхлав» нацпроекта пурнăçламалли йĕркепе иртет.
Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.