Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Сентябрӗн 2019, 08:42

2024 çул тĕлне Пушкăртстанра спорт пурнăç норми пулса тăрать

Кăçал «Демографи» наци проекчĕн йĕркипе Пушкăртстанра «Спорт — пурнăç норми» регион проекчĕ пуçланнă.

Регионра проекта пурнăçа кĕртессишĕн ПР Çамрăксен политикипе спорт министерстви яваплă.

Проект мĕнпур çынсене физкультурăпа киленме ункайлă условисем туса пама пулăшать. 2024 çул тĕлне республикăри тĕрлĕ районсенче пурăнакансемшĕн спорт объекчĕсем чылайрах тăваççĕ, «Готов к труду и обороне» (ГТО) Пĕтĕм Раççей физкультурăпа спорт комплексĕн тест центрĕсем пулаççĕ, спорт ĕçченĕсем пĕлĕвне ÿстерме тата квалификацине пысăклатма пултараççĕ.

Республикăра «Спорт — пурнăç норми» 8 уйăх пырать. Çитĕнÿсем çинчен каласа пама тата малашлăх планĕсем тума ункайлă самант.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионăн кăтартăвĕсене пурнăçланă темелле. 2019 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, физкультурăпа тата спортпа куллен киленекен ачасемпе çамрăксен ĕлĕшĕ 78,2% пулмалла, халĕ çак кăтарту 73,23 % танлашать.

2019-2024 çулсенче проекта пурнăçа кĕртме федераллĕ бюджетран 1 543,87 млн тенкĕ уйăрмалла. 2019 çулта федераллĕ бюджетран 319,9 млн тенкĕ субсиди уйăрнă.

Регионти «Демографи» нацпроекта пилĕк федераллĕ проект кĕрет: «Ача çуралсан çемьене укçа-тенкĕпе пулăшасси», «Хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси», «Аслă ăру», «Общество сывлăхне тĕреклетесси», «Спорт – пурнăç норми».

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

#нацпроект
Читайте нас: