Çыхăнтару хакĕ 1,7 млрд тенке ларать, пĕлтерет «Уфа. РБК».
Интернет инçетри тата çитме йывăр чылай ялсене çитет, шкулсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче, полици уйрăмĕсенче, пушар чаçĕсенче, суйлав комиссийĕсенче, ытти социаллă объектсенче пулать, — пĕлтернĕ республикăн информатизаци патшалăх комитечĕ ертуçи Геннадий Разумикин.
Контрактсене федераллĕ бюджет шутĕнчен финанслама планлаççĕ. РФ Цифра аталанăвĕ, çыхăну тата массăллă коммуникаци министерстви ирттернĕ аукцион кăтартăвĕсем тăрăх, республика объекчĕсене «Башинформсвязь» ПАО сетьпе çыхăнтарать.
Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Александр Рюмин/ТАСС сăнÿкерчĕкĕ.