— Ĕçлекенсем ĕçе пурнăçласси çине урăхла пăхма тытăнмасăр çĕнĕ методсене кĕртсе пулманнине ăнланатпăр, çавăнпа та эпир ĕçлекенсене перекетлĕ производство, наставничество системипе вĕрентме бюджет укçи-тенкипе усă куратпăр. Кăçал 400 çынна вĕрентме 18 млн тенкĕ ытла расхутлама планлатпăр, — пĕтĕмлетнĕ «Искож» АО генераллĕ директорĕ.