Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Сентябрӗн 2019, 08:49

ПИЛĔК УСРАВ ÇЕМЬЕ ЙĔРКЕЛĔÇ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарувăпе хăй вăхăтĕнче «Демографи» наци проекчĕ вăй илнĕ. Çак наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ватă тата сусăр çынсем валли усрав çемьесем йĕркелеççĕ.

Республикăри Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ çывăх вăхăтра Пушкăртстанра ватă тата сусăр çынсем валли пилĕк çемье йĕркелĕç.

Хальхи вăхăтра усрав çемьесем республикăри 49 хулапа районта пурăнаççĕ.

Усрав çемьесенчи 72 ватă‚ пĕтĕмĕшле пурăнакансенчен 50‚3%‚ 80 çултан иртнисем.

Усрав çемье вăл – ватă тата сусăр çынсемпе вĕсене пăхакансем пĕр çуртра пурăнни‚ тивĕçлĕ пăхни. Кун пек çемьене 65 çултан иртнĕ ватăсем е сусăр çынсем лекме пултараççĕ.

Çапла майпа çемьере пĕр уйăхран пуçласа темиçе çулччен пурăнма май пур (ик енчен те кăмăл пулсан).

Усрав çемьене патшалăх уйăхсерен парăнакан тÿлевпе тивĕçтерет‚ вăл 6‚2 пин тенкĕпе танлашать. I ушкăнти сусăра е 80 çултан иртнĕ ватă çынна пăхакансем вара уйăхсерен 8 060 тенкĕ илсе тăрĕç.

Пушкăртстанри Ĕç министерстви палăртнă тăрăх‚ усрава илекен çемьесемпе тата ватăсемпе психологсем ĕçлеççĕ. Мĕншĕн тесен ватăсем çӗнӗ условисене йывăрпа хăнăхаççӗ.

#нацпроект

Читайте нас: