Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Сентябрӗн 2019, 09:16

ПУШКĂРТСТАНРА 7 ВИÇÇĔН ЙĔКĔРЕШ ТАТА 305 ЙĔКĔРЕШ ÇУРАЛНĂ

Сакăр уйăх хушшинче регионта 26 пин пепке çут тĕнчене килнĕ.

Республикăри Социаллă страхлав фончĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ вĕсенчен 12‚5 пин – хĕр ача‚ 13‚5 пин – арçын ача.

Регионта асăннă тапхăрта 7 виççĕн йĕкĕреш тата 305 йĕкĕреш çурални паллă.

Пĕтĕмĕшле çуралнисенчен 4‚3 пин ытла пепке юнкун тĕнчене килнине те шута илнĕ.

Ачасен вăтам виçипе тăршшĕ тĕпрен улшăнман. Анчах хăш-пĕр чухне паттăрсем çурални те пулать. Сăмахран‚ Кугарчă районĕнче 60 см тăршшĕ‚ 5‚58 кг таякан пепке çут тĕнчене килнĕ.

– 2019 çулхи 8 уйăхра «Йăх сертификачĕ» («Родовой сертификат») программипе килĕшÿллĕн республикăри медицина организацийĕсене 281‚ 5 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Асăннă укçа-тенке хĕрарăмсене йывăр çын пулнă вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ хĕрарăм консультацийĕсем‚ ача çуратнă тата çăмăлланнă хыççăнхи вăхăтра амăшĕсемпе ачисене пулăшу панă ача çуратмалли çуртсемпе пепкесене пĕрремĕш çулĕнче сăнаса тăнă ача-пăча поликлиникисем тивĕçнĕ‚ – ăнлантарса панă ведомствăра.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: