Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Сентябрӗн 2019, 09:15

«КУЛЬТУРА» НАЦИ ПРОЕКЧĔПЕ ТВОРЧЕСТВО ÇЫННИСЕМ КВАЛИФИКАЦИНЕ ТŸЛЕВСĔР ŸСТЕРЕÇÇĔ

Уфара федераллă тата регионаллă «Пултаруллă çынсем» проектпа культура сферинчи çынсен квалификацине ÿстермелли мероприятисем иртеççĕ.

«Пушкăртстан Правительстви «Культура» федераллă проектпа «Пултаруллă çынсем» («Творческие люди») регионаллă проекта йышăннă, унта регионти тĕллевлĕ кăтартусене, ĕçсемпе тĕллевсене çирĕплетнĕ. Пушкăртстанра хушма професси программисене 351 çын алла илĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пурне те Гнесинсен ячĕллĕ Раççей музыка академийĕн тата А.Я. Ваганова ячĕллĕ вырăс балет академийĕн квалификацине ÿстернине çирĕплетекен удостоверенине алла илĕ», - тенĕ ПР Культура министерствин республикăри вĕрентÿпе методика центрĕн директорĕ Лариса Марешова.

Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ Раççей музыка тата Санкт-Петербургри А.Я. Ваганова ячĕллĕ вырăс балет академийĕсемпе килĕшÿ тунă. Сентябрĕн 3-мĕшĕнчен асăннă аслă вĕренÿ заведенийĕсен профессорĕсемпе преподавателĕсем лекцисемпе мастер-классем ирттереççĕ.

«Пирĕн çĕршывра çак масштабпа вĕрентĕве пĕрремĕш хут йĕркелетпĕр. Маларах эпир уйрăм регионсен вĕрентÿ заведенийĕсене хамăр тухса çÿреттĕмĕр. Халĕ пĕр регион тĕрлĕ шайри шкул, училище, аслă пĕлу паракан заведенисен музыка педагогĕсене квалификаци ÿстерме тăратать. Чи лайăххи вара – вĕренÿ тÿлевсĕр пулни. Маларах çакă тÿлевлĕччĕ. Эпир лекцисем вулатпăр, практика ĕçĕсем ирттеретпĕр – кĕвĕ инструменчĕсемпе хамăрах вылятпăр. Çавăн пекех видеопа аудио çырнисене пăхатпăр, итлетпĕр», - тенĕ Гнесинсен ячĕллĕ музыка академийĕн тата Мускаври П. И. Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн профессорĕ Владимир Тропп.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: