Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Сентябрӗн 2019, 08:47

«Точка роста» цифрлă тата гуманитари профилĕсен вĕрентÿ центрĕсене уçнин марафонĕ

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕпе «Точка роста» цифрлă тата гуманитари профилĕсен вĕрентÿ центрĕсене уçнин марафонĕ иртнĕ, вĕсем вĕрентÿ центрĕсен федераллĕ сечĕ пулаççĕ.

Пушкăртстан Республикинче «Точка роста» 133 центрĕ уçăлнă. Çакă вăл вĕрентÿ ĕç-хĕлне ертсе пымалли çĕнĕ проект çул-йĕрĕ. «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе пĕтĕм çĕршывĕпе центрсен сетьне йĕркелеççĕ, вĕсенче ял шкулĕсенче инноваци проекчĕсене кĕртессипе кадр, технологи, пурлăх ресурсĕсене пĕр çĕре пухаççĕ. Проекта пурнăçа кĕртме тĕпрен çĕнетнĕ вĕрентÿ уçлăхĕ туса хурассипе пысăк ĕç ирттермелле, вăл вĕренекенсенчен ку чухнехи хăнăхусем йĕркелеме ыйтать, çав шутра «технологи», «математика тата информатика», «физкультура тата пурнăс хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ» предметсем тăрăх. Паянхи кун тĕлне ку чухнехи çĕнĕ оборудовани туяннă, вĕрентÿ процесне йĕркелеме ятарлă площадкăсем уйăрнă, специалистсене вĕрентнĕ, ĕçлеме норматив никĕсне хатĕрленĕ.

#национальные проекты
Читайте нас: