Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
26 Сентябрӗн 2019, 08:35

Пушкăртстанра нацпроект йĕркипе туяннă пĕрремĕш ФАП уçăлнă

Янаул районĕнчи Истяк ялĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроект укçи-тенкипе туяннă пĕрремĕш фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă, пĕлтернĕ Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче.

Кивĕ ФАП 1969 çулта тунă кивĕ пĕрене çуртра вырнаçнă, ăна 2018 çулхи апрельте авариллĕ шайра тесе йышăннă. Истякри фельдшерпа акушер пункчĕ 620 çынна тивĕçтерет, çав шутра 134 ачана.

Типлă çурта «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн «Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ памалли системăна аталантарасси» проект йĕркипе туяннă.

Кăçал республикăри Сывлăх сыхлав министерстви тата 29 модуллĕ ФАП çурчĕ, куçса çÿрекен 27 медицина комплексĕ (çичĕ флюорограф тата 20 ФАП) туянма планлать. Çак тĕллевпе 376 млн. тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 266 млн. тенкине федераллĕ бюджетран.
#нацпроект
Читайте нас: