Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Сентябрӗн 2019, 09:02

Пушкăртстанра «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе 217 объектра ĕçсем вĕçленеççĕ

«Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пынине «Урал транспорчĕ» IV Тĕнче форумĕнче сÿтсе явнă.

Программăн тĕп тĕллевĕ — 2024 çул тĕлне çак кăтартусене çĕнсе илесси: норма требованийĕсемпе шайлашса тăракан автомобиль çулĕсен пайне ÿстересси, ытлашши нагрузка йĕркипе ĕçлекен çулсен шутне чакарасси, çул-йĕр транспорт инкекĕсем пулакан вырăнсене икĕ хут чакарасси. ПР Çул-йĕр хуçалăх управленийен ертÿçин çумĕ Азамат Таепов палăртнă тăрăх, 2019 çулта проект мероприятийĕсене пурнăçлама тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 5,7 млрд тенкĕ уйăрнă. Автомобиль çулĕсене юсанисĕр пуçне çул-йĕр паллисем, барьер, тротуар, çуран çÿрекенсен хÿмисем, фото тата видео комплексĕсем тата ыттисене лартаççĕ. Программăна пурнăçа кĕртес йĕркепе 2019 çулта 217 объектра ĕçсене вĕçлеççĕ. Регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен 30 участокне юсанă, муниципалитет пĕрлĕхĕсенчи урамсен 50 участокне йĕркене кĕртнĕ. Кунта Уфа, Стерлитамак, Салават, Ишимбай хулисем, Уфа, Кармаскалă, Кушнаренкă, Стерлитамак районĕсем кĕреççĕ.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#нацпроекты
Читайте нас: