Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
30 Сентябрӗн 2019, 08:47

Уфа çĕршыври клуб учрежденийĕсен центрĕ пулса тăнă

Республикăн тĕп хули Иккĕмĕш Пĕтĕм Раççей форумне йышăнать, унта клуб учрежденийĕсен директорĕсем килнĕ. Мероприяти виçĕ кун пынă, паян вĕçленет.

Съезда çĕршыври 60 регионран икçĕр ытла çын пухăннă. Кăçал форум «Культура» наци проекчĕн эгидипе иртнĕ.

Мероприятие РФ культура министрĕн çумĕ Ольга Ярилова, РФ Патшалăх Пухăвĕн культура комитечĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Казакова, В.Д. Поленов ячĕллĕ Раççей халăх творчествин çурчĕн директорĕ Тамара Пуртова, ПР Культура министерствин ертÿçи Амина Шафикова хутшăннă.

Мероприяти программи питĕ тулăх — тĕрлĕ темăсемпе секцисем ĕçленĕ, делегатсем Бирск хулинче пĕчĕк хуласенче культура центрĕсем аталантармалли темăпа канашлу, ПР Наци музейĕнче, М.В.Нестеров ячĕллĕ художество музейĕнче, «Башкортостан — сердце Евразии» концертра пулнă. Шаймуратово ялĕн, Уфа, Кармаскалă районĕсен Культура çурчĕсен сотрудникĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕ çинчен каласа панă. Хăнасем республикăра 2020 çулта иртекен VI Пĕтĕм тĕнче Фольклориада CIOFF®. выставкинче пулса курнă.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

Тамара Андрееван сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: