Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Октябрӗн 2019, 08:57

ÇĔНĔ ПРОЕКТ ВĂЙ ИЛĔ

2020 çулта Пушкăртстанра республика пуçлăхĕн Радий Хабировăн «сентябрь указĕсем» шайĕнче «Ял тренерĕ» проект вăй илĕ.Çак проекта «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлĕç. Ăна пурнăçа кĕртме 60 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Çак хыпара çамрăксен политики тата регионти спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ.

- Проекта республикăри 56 муниципалитетра хута ярăпăр. Ялсенче 130 тренер çитменни паллă. 200 шкулта «Шкулсене – спорт кĕрешĕвĕ» («Спортивная борьба - в школы») программăна пурнăçа кĕртме палăртнине шута илсен‚ çакă пысăк цифра. Çитес çул «Ял учителĕ» тата «Ял тухтăрĕ» проектсем евĕр «Ял тренерĕ» проекта пурнăçа кĕртме палăртатпăр‚ – тенĕ министр.

Руслан Хабибов сăмахĕсем тăрăх‚ ялти спорт шкулне ĕçлеме килнĕ тренер 600 пин тенкĕлĕх тÿлев илме тивĕçĕ. Анчах вăл муниципалитет палăртнă тапхăра ĕçлесе татмалла.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
#нацпроект
Читайте нас: