Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Октябрӗн 2019, 08:32

2024 çул тĕлне Пушкăртстанра пурăнакансене таса тата паха шывпа тивĕçтересси 92,5% çитет

Пушкăрт правительствинче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарса янă «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса шыв» регион проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçа кĕртес ыйтăва сÿтсе явнă.

премьер — ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Борис Беляев пĕлтернĕ тăрăх, ноябрĕн 15-мĕшĕччен шывпа тивĕçтерекен 4 объектăн проектне туса пĕтерме планлаççĕ. Вĕсен шутĕнче — Альшей районĕнчи Раевка, Чекмагуш тата Чишма ялĕсем валли шыв тасатакан система, Иглин ялĕн кăнтар пайне пахалăхлă шывпа тивĕçтерме Кляшев шыв илекен системăна, шыв пăрăхĕсемпе сооруженисене реконструкцилесси.

Проекта кăçал Давлекан тата Уфа районĕсем те кĕреççĕ. Давлеканра халĕ ĕçмелли шыва тасатакан система, Уфа районĕнче халăх пурăнакан 6 вырăнта шывпа тивĕçтермелли сеть тăваççĕ.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Валерий Шахов сăнÿкерчĕкĕ.

#нацпроекты
Читайте нас: