Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
3 Октябрӗн 2019, 08:40

«Культура» наци проектне пурнăçа кĕртнине пула 2020 çулта Пушкăртстанра виртуаллă концерт залĕсем пулаççĕ

Раççей Культура министерстви йышăннă тăрăх, «Культура» наци проекчĕн «Цифрлă культура» проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе Сибай хулинчи Ача-пăча искусство шкулĕ тата Ишимбай районĕнчи Ача-пăча искусство шкулĕ Раççей Федерацийĕн хулисенче 2020 çулта виртуаллă концерт залĕсем тумалли конкурс суйлавне иртнĕ.

Республикăна тивĕçлĕ оборудовани туянма 2 млн. тенкĕ яраççĕ. Пушкăртстанран конкурса пĕтĕмпе пилĕк учреждени хутшăннă. Хальхи вăхăтра виртуаллă концерт залĕ Х.Ахметов ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх филармонинче ĕçлет тата муниципалитетсенчи çĕр культура учрежденийĕнче çыхăнмалли точкăсем пур.


#национальныепроекты;

#нацпроекты;


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: