Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Октябрӗн 2019, 09:02

Уфара Раççей çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне аталантарассипе стратеги сессийĕ ĕçлет

Уфара Раççей çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне аталантарассипе тĕп çул-йĕрĕсемпе стратеги сессийĕ ĕçлет.

Çĕршыври ертсе пыракан экспертсем Владимир Путин Президент хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă закон, техника тата йĕркелÿ ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ.

Уфари «Торатау» Конгресс-холра ĕçлĕ вăйă форматпа проект сессийĕ иртнĕ, унта нумай хваттерлĕ çуртсене 2035 çулччен тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерессине аталантармалли Стратегие сÿтсе явнă.

Раççей субъекчĕсен патшалăх çурт-йĕр надзор органĕсен ертÿçисем валли çавра сĕтел пулнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсакан регион операторĕсен Ассоциацийĕн çулленхи наградисене панă.

«Башинформ» материалĕсем тăрăх.


Валерий Шахов сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: