Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Октябрӗн 2019, 10:26

ĔÇ ТУХĂÇЛĂХĔН ПРОГРАММИНЕ ТАТА ТĂВАТĂ ПРЕДПРИЯТИ ХУТШĂННĂ

Республикăри Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» наци проектне хутшăнма тата тăватă предприяти кăмăл тунă.

Вĕсен шутĕнче: Нефтекамск хулинчи «Малыш» ООО (виçĕ çулчченхи ачасем валли тумтир çĕлет); «Уфамолзавод» ООО; Уфари «НПФ Геофизика» АО (нефтьпе газ скважинисене тĕпчеме çÿллĕ шайри технологисем туса кăларать); Стерлитамакри «Авангард» ФКП (çарпа техника продукцийĕ кăларать, химипе йывăçран тĕрлĕ таварсем тăвать).

Предприятисем наци проектне пурнăçланă вăхăтра ĕç тухăçлăхĕн сферине хак панă чухне экспертсен тÿлевсĕр пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.

Унсăр пуçне программăна хутшăнакансем ĕçлекенсене вĕрентсе кăларма субсиди илме заявка пама май пур. Промышленноçа аталантаракан фонд вĕсене 5 çула 1 процентлă 50-300 млн тенкĕлĕх кредит пама хатĕр.

Паянхи кун тĕлне программăна 42 пушкăрт предприяти хутшăнма кăмăл тунă.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: