Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
8 Октябрӗн 2019, 08:37

Пушкăртстанра «Культура» наци проекчĕн йĕркипе «Легенды седого Урала» конкурс-фестиваль иртет

Пушкăртстан Республикинче «Культура» наци проекчĕн йĕркипе «Творчество çыннисем» регион проект шучĕпе 2019 çулта «Легенды седого Урала» уçă конкурс-фестиваль иртет, ăна Пушкăртстан Республикин 100 çулне тата Раççейри Театр çулне чысланă.

Конкурс-фестивалĕн суйлав тапхăрĕ видеоçыравсем урлă иртет. Заявкăсене куçăн мар тапхăра октябрĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Куçăн тапхăр Сибайри Арслан Мубаряков ячĕллĕ Пушкăрт Патшалăх драма театрĕнче çĕнтерÿçĕсен выставкине ирттерсе тата гала-концерт йĕркипе ноябрĕн 19-мĕшĕнче пулмалла. Конкурс-фестиваль çинчен положение ГБУКИ РУМЦ ПР Культура Министерствин сайтĕнче www.rumcrb.ucoz.ru вырнаçтарнă.

#нацпроект
Читайте нас: