Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
9 Октябрӗн 2019, 09:34

Радий Хабиров наци проекчĕсем Пушкăртстан аталанăвĕнче халиччен пулман ÿсĕм тума май параççĕ тесе палăртнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртни региона халиччен пулман ÿсĕм тума май парать, тесе палăртнă. Пушкăртстанăн инвестици советне хутшăннисен умĕнче сăмах каласа Радий Хабиров кашни хăйĕн ĕçĕнче чи малтан Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă нацпроектсене тĕпе хумалла тенĕ. Кашни хăйĕн отраслĕнчи цифрăсене тĕплĕ пĕлмелле, наци проекчĕсем тăрăх палăртнă тĕллевсене ăнланмалла, тенĕ.

Регион пуçлăхĕн «пилĕкçуллăх» указĕ Пушкăртстанăн экономика тата социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн чылай çул-йĕрне тивет. Условнă ăна икĕ тĕп пая — демографи тата экономика — пайлама пулать. Демографипе çывăх пилĕк çулта республика территорийĕнче ялан пурăнакансен шутне 4,1 млн çын таран çитермелле.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
#нацпроекты
Читайте нас: