Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Октябрӗн 2019, 09:26

Радий Хабиров ялсене тирпей-илем кĕртессипе программа тума сĕннĕ

Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей Строительство тата ЖКХ министерстви стратегиллĕ сессин пленум ларăвĕнче ялсене тирпей-илем кĕртмелли программа ĕçлесе хатĕрлеме сĕннĕ.

Хула хутлăхне тирпей-илем кĕртмелли программăшăн тав тунине тата республикăри халăхăн 40% ялсенче пурăннине палăртса хăварнă. «Халĕ çынсем пурне те кураççĕ, веĕсен тавракурăмĕ улшăнать. Енчен те унччен ялта сквер е парк тăвасси çинчен калаçма тытăнсан: ял вĕçне кай та, сана унта парк та пулать, тесе хуравлатчĕç. Халĕ ял халăхĕ те вĕсен патĕнче хăтлă территорисем тума ыйтать, хĕрарăм туфли тăхăнса ачипе лайăх çутатнă, машинăсем çÿремен урампа уçăлса çÿреме пултартăр тесе калатăп. Ял территорийĕсене те хăтлăх кĕртес килет», — тĕпрен илсен, каланă Радий Хабиров.

«Комфортлă хула хутлăхĕ йеркелесси» наци проекчĕн йĕркипе тавралăха тĕпрен лайăхлатаççĕ, шутлать Пушкăртстан пуçлăхĕ. Республикăра ЖКХ сферине уйрăм тимлеççĕ, тĕрлĕрен проблемăсене татса парассипе хастар ĕçлеççĕ, пĕр вырăнта тăмаççĕ. «Хамăр çĕнĕ проектсем шухăшласа кăларатпăр. Подъездсене юсамалли программăна пурнăçа кĕртетпĕр, ăна эпир Мускав облаçĕн опытĕнчен илтĕмĕр», — палăртса хăварнă Радий Хабиров.

Пушкăртстан Республикин тĕп хулинче çĕршыври 84 субъектран 500 ытла эксперт «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли регион программине тата çурт-йĕр фондне тытса пымалли уйрăмлăхсене тивекен закон, техника тата йĕркелÿ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Олег Яровиков сăнÿкерчĕкĕ.
#нацпроекты
Читайте нас: