Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
14 Октябрӗн 2019, 13:29

ТУЙМАЗĂ РАЙОНĔНЧЕ ÇŸП-ÇАПА ТИРПЕЙЛЕКЕН КОМПЛЕКС ТУМА ПУÇЛАНĂ

Туймазă районĕнче çÿп-çапа тирпейлемелли комплекс тума пуçланă. Çак ĕç валли 2000 тăваткал метрлă никĕс хывнă. Декабрь пуçламăшĕ тĕлне хуралтăн тимĕр кăшкарне туса пĕтерме палартнă. Асăннă объекта 2020 çул вĕçĕнче хута ярĕç.

- Комплекс çулталăкне 100 тонна хытă коммуналлă каяш тирпейлĕ. Ăна паянхи самана ыйтакан «Грохот» тата «Шредер» системăсемпе тивĕçтерĕç. Пĕрремĕшĕ пур органикăна алласа, каяшран 30% малашне усă курмалли пурлăх кăларĕ. Иккĕмĕшĕ пысăк калăпăшлă çÿп-çапа вĕтетĕ, - каласа панă «Экология-Т» ООО директорĕ (4№ зонăн регионти операторĕ) Ильнур Шакиров.

Пĕтĕмĕшле илсен, 4№ зонăра çÿп-çап тирпейлемелли 4 комплекс, 5 станци туса лартĕç. Комплекссемпе станцисен ĕçĕсене механизацилени каяшсене икĕ ушкăна, вĕттипе шултăри çине, уйăрма май парĕ. Çĕрсе пĕтекен вĕтĕ çÿп-çап ялти пĕчĕк полигонсенче выртса юлĕ. Картон, пластик йышши каяшсене заводсене илсе кайĕç, - пĕлтернĕ регионти Экологи министерствинче.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан

Читайте нас: