Чи малтан медицина ĕçченĕсем тата медик-студентсем çеç программăна хутшăнма пултарнă. 2019 çултан программăна хутшăнма пултаракансен списокĕ ÿснĕ. Çемье, ĕç тата Пушкăртстанра пурăнакансене социаллă хÿтлĕх паракан министрăн çумĕ Фанур Шайхисламовăн сăмахĕсем тăрăх, халĕ информаципе коммуникаци технологийĕсен, вĕрентÿ, спорт сферин тата ялхуçалăх специалисчĕсемпе студенчĕсем программăна хутшăнма пултараççĕ.
УГНТУн пĕтĕм тĕнче пĕрле ĕçлемелли управленийĕн начальникĕ Наиль Чанышев палăртнă тăрăх, «республикăра юлма тата ĕçлеме» IT-технологи сферинче специализаци илекен ют çĕршыв студенчĕсем, аспирантсем тата диплом илнĕ преподаватель-тĕпчевçĕсем, пысăк çитĕнÿсем çĕнсе илнĕ спортсменсем пултараççĕ. УГНТУра кăна 1,4 пин ют çĕршыв студенчĕ вĕренет, тĕпрен илсен, вĕсем СНГ çĕршывĕсен гражданĕсем. Вĕсенчен чылайăшĕ программăпа интересленеççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.