Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Октябрӗн 2019, 09:08

ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви çумĕнчи Обществăлла совет членĕсем «Сохранение лесов» регион проектне мĕнле пурнăçлани çинчен итленĕ

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Вăрман хуçалăхĕн министерстви çумĕнчи Обществăлла советăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва Совет председателĕ Марат Габитов уçнă.

«Уфимский Лимонарий» вĕренÿпе сăнав заведующийĕ Фарида Садыкова сăмах каланă. Пурлăх, техника аталанăвĕ тата ĕç сыхлавĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Рафаэль Уразбахтин тата вăрманпа усă курас тата çĕнĕрен лартас, патшалăх вăрман реестрне илсе пыракан пайăн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Лилия Субханкулова Обществăлла Совет членĕсене «Экологи» наци проекчĕн йĕркипе ĕçлекен «Сохранение лесов» регион проектне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

Малалла республикăн вăрман хуçалăхĕн пĕрремĕш министрĕ Марсель Абдулов çинчен астăвăма сыхласа хăварас, 2020 çулта унăн 90 çулхи юбилейне палăртас ыйтăва пăхса тухнă.

Пушкăртстан Республикин Вăрман хуçалăхĕн министерствин пресс-служби.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: