Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Октябрӗн 2019, 10:43

Пушкăртстанри инçетри ялсенчи социаллă объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарма пуçланă

Пушкăртстанра Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Цифровая экономика РФ» наци стратегин «Информационная инфраструктура» проектне пурнăçа кĕртесси старт илнĕ.

Проект 100 çынран пуçласа 1000 çын таранччен пурăнакан ялсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене интернетпа çыхăнтарассине пăхса хăварать. Хальхи вăхăтра информаципе технологи инфраструктурипе (ИКТ) социаллă пĕлтерĕшлĕ 50 объекта çыхăнтарнă. Вĕсен шутĕнче — шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, полици уйрăмĕсем, пушар чаçĕсем, суйлав комиссийĕсем. Асăннă программăпа 2021 çул вĕçлениччен 2774 социаллă объекта пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтармалла.

Контракт условийĕсем тăрăх, кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен Пушкăртстан Республикинчи телекоммуникаци компанийĕ — «Башинформсвязь» ПАО —722 социаллă объекта интернетпа çыхăнтармалла, çакă çыхăнтармалли объектсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен 26 проценчĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: