Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
21 Октябрӗн 2019, 11:24

ГТО нормативĕсене пурнăçласси регион проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать

«Готов к труду и обороне» Пĕтĕм Раççей физкультурăпа спорт нормативне хатĕрленесси тата пурнăçласси Владимир Путин майри указĕпе çирĕплетнĕ «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» регион проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать.

Юлашки вăхăтра Пушкăртстанра спортпа киленесси халăхра ытларах та ытларах вырăн йышăнать, республика çыннисен ытларах пайĕ гаджетсене пăрахса чупăшма тухать. ГТО нормативĕсене пурнăçлама кăмăл тăвакансен шучĕ те ÿсет. Çавăнпа ГТО тестне ирттермелли регион центрĕ «Башкирия» Lifestyle центрĕнчен «Динамо» спорт комплексне куçать, вăл профильпе ытларах килĕшсе тăрать тата норматив пама пуçтарăнакансемшĕн çĕнĕ майсем уçать.

— Юлашки çулсенче ГТО нормативĕсене паракансен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ, пĕлтĕр программăна 13 пин çын хутшăннă пулсан, кăçалхи иккĕмĕш кварталта 18 пин çын регистрациленĕ. Центрта çакăн чухлĕ çынна тĕрĕслеме вырăн çитмерĕ, — каласа парать Пушкăртстан çарпа спорт фончĕн директорĕ Виктор Макин. — Малашне ГТО нормативĕсене пурне те пĕр çĕрте пама пулать. Пирĕн чаплă ентеш, Олимп вăййисен призерĕ Максим Чудов республикăра спорта аталантарассине уйрăм ĕлĕш хывнине палăртса хăварас пулать. Шăпах вăл тăрăшнипе «Динамо» стадион Уфари спорт пуçару ушкăнĕсем пĕр çĕре пухăнмалли вырăна çаврăнчĕ.

Виктор Макин ноябрĕн 5-мĕшĕнчен «Динамо» стадион ГТО пама кăмăл тăвакансене йышăнма пуçланине палăртса хăварнă.

«Башинформ» материалĕсем тăрăх.

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: