Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Октябрӗн 2019, 11:28

Пушкăртстанра укçа-тенкĕ çитменрен планпа палăртнинчен 11,5 % çÿп-çап купине кăна пĕтернĕ

Пушкăртстанра 9 уйăх хушшинче çулталăк пуçланнăранпа закона пăсса йĕркеленĕ çÿп-çап куписен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен 11,5 % — 158 гектар ытла йышăнакан 337 вырăна пĕтернĕ.

Çакăн çинчен правительствăри оперативлă канашлура экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Урал Искандаров пĕлтернĕ. Сăлтавĕ муниципалитетсен укçа-тенкĕ çитменнинче. 9 районта çакнашкал ĕçе пачах та пуçламан. Чи нумай çÿп-çап вырăнĕ Абзелил районĕнче — 78, палăртнă Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров. Район пуçлăхĕ Ильдар Нафиков хальхи вăхăтра халăхран коммуналлă çÿп-çапа пуçтарассине йĕркелеме тĕп тимлĕх уйăрнине палăртса хăварнă. Çÿп-çап куписене пĕтермелли программа 2024 çулччен пырать, çавăнпа та муниципалитетсем наци проекчĕн задачисене тапхăр-тапхăрпа пĕтермелли плансем тумалла тесе канаш панă Урал Искандаров.

Республикипе 2301 гектар йышăнакан 2918 çÿп-çап купи шутланать, унта 29 млн кубла метр коммуналлă çÿп-çап упранать. Минэкологи даннăйĕсем тăрăх, пĕр кубла метр каяша пĕтерме 850 тенкĕ кирлĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: