Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Октябрӗн 2019, 11:24

Пушкăртстанри чи лайăх ялхуçалăх предприятисенчен пĕри ĕç тухăçлăхĕпе наци проектне хутшăнать

Пушкăртстан правительстви Чекмагуш районĕнчи «Базы» ялхуçалăх предприятийĕ» ОООпа ĕç тухăçлăхĕпе наци проектне хутшăнасси çинчен килĕшĕве алă пуснă.Агрокомпани ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ — тырă, хĕвелçаврăнăш, сахăр кăшманĕ, сĕт туса илесси тата сутасси. Предприяти социаллă ыйтусене татса парать — çурт-йĕр, çулсем, шкулсем, ача сачĕсем тăвать тата юсать, территорисене тирпей-илем кĕртет. Юлашки çулсенче вăл 1126 пуç шăнăçмалăх икĕ ферма, аркăллă 6 тырă склачĕ, сехетне 50 тонна типĕтекен сушилка, 21 çурт тунă.

Наци проекчĕн йĕркипе унта хутшăнакан предприятисем производство процесĕсене оптимизацилес проектсене пурнăçа кĕртнĕ вăхăтра ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе экспертсен тÿлевсĕр пулăшăвĕпе усă кураççĕ. «Перекетлĕ производство» инструменчĕсене кĕртнĕ хыççăн компани Промышленность аталанăвĕн фондĕнчен пилĕк çула пĕр процентпа 50 млн тенкĕрен пуçласа 300 млн таранччен çăмăллатнă займ илме пултарать. Паянхи кун тĕлне республикăри организацисемпе çакнашкал 45 килĕшÿ тунă, пĕлтернĕ Пушкăртстан экономика аталанавĕн министерствинче.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕк: ПР Ялхуçалăх министерстви.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: