Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Октябрӗн 2019, 11:31

Пушкăртстан Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада ирттерме 300 млн тенкĕ уйăрать

Пушкăртстан Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада ирттерме хăйĕн укçи-тенкинчен 300 млн тенкĕ уйăрать. 464 млн тенкĕлĕх суммăна федераллĕ бюджетран ыйтнă тата ăна кĕтеççĕ.

Çакăн çинчен финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лира Игтисамова правительство ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Культура сфери валли çуллен 6,6 млрд тенкĕ расхутлама планлаççĕ. 2020 çулта «Культура» наци проекчĕн йĕркипе культура учрежденийĕсене çĕнетме 400 млн тенкĕ уйăраççĕ. «Творчество çыннисем» (Талантлă çамрăксене хатĕрлесси) проекта çуллен 50 млн тенкĕ, пĕр грант виçи — 50 пин тенкĕ параççĕ.

Çитес çул спорта аталантарма бюджетран 1,3 млрд тенкĕ расхутлама планлаççĕ, кунта республикăн сборнăй командисене пулăшма, спорт мероприятисем хатĕрлесе ирттерме, спортсменсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарма, спорт оборудованийĕпе инвентарь туянма каякан расхутсене кĕртнĕ.

Çамрăксен политики валли çуллен 1 млрд тенке яхăн яраççĕ. Расхутсен тĕп пайĕ — вырăнти бюджетсене паракан ача-пăча канăвне йĕркелемелли субвенцисем.

Олег Яровиковăн сăнÿкерчĕкĕ.

«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: