Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Октябрӗн 2019, 11:42

Пушкăртстан хирургĕсем ракпа сиенленнĕ чĕлхене реконструкцилессипе уникаллĕ операци ирттернĕ

Республикăри клиника онкологи диспансерĕнче хирургсен бригади «Гемиглоссэктомия с реконструкцией микрохирургически-реваскуляризованным лучевым лоскутом с шейной лимфодиссекцией» кăткăс ятлă уникаллĕ операци ирттернĕ.

Врачсем вĕр-çĕнĕ оборудованипе — «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе илнĕ операци микроскопĕпе усă курнă. Операци залĕнчи сеĕтел çинче 62 çулхи пациент пулнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, вăл чĕлхе ракĕпе тăватă-пилĕк уйăха яхăн тарăхать. Арçын медицина пулăшăвĕ вăхăтлă ыйтман, мăйĕ çинче метастаза пуçлансан кăна больницана килнĕ. Чи лайăх хирургсем хăйсен йывăр та кирлĕ ĕçне пурнăçланă — арçын пурнăçне çăлса хăварнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.


#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: