Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
30 Октябрӗн 2019, 08:42

Пушкăртстан предприятийĕсем ют çĕршыв рынокĕсене алла илме хатĕр

Благовещенск районĕнче ПР тулашри экономика çыхăнăвĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн представителĕсем ведомство председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Руслан Мирсаяповпа пĕрле пулнă.

Делегаци «Варк», «Агидель», «Благовещенский пластик», «Завод «Сателлит» ОООсенче и «Турбаслинские бройлеры» ОАОра пулса курнă, вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă, патшалăх экспорт енчен менле пулăшу пама пултарнине сÿтсе явнă, тулашри рынока алла илесси тата малашнехи ĕçлĕ çыхăнусем пирки калаçнă. Паллă ĕнтĕ, Пушкăртстанра «Развитие экспорта в РБ», «Развитие экспорта услуг в РБ» регион проекчĕсене тата «Международная кооперация и экспорт» наци проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Благовещенскри асăннă предприятисем унта хутшăнма пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем экспорта алла илме шутлаççĕ.

«Варк» ООО тĕрлĕрен трубопровод арматури кăларать, унпа нефтьпе газ промышленнăçĕнче усă кураççĕ. Завод 3,5 пин ытла продукци сĕнет Компанин яланхи клиенчĕсен шутенче — çывăхри чикĕ леш енчи çĕршывсем тата ЮАР. Ытти предприятисем те ют çĕршывсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ.

Руслан Мирсаяпов ĕçлĕ çулçÿреве пĕтĕмлетсе, кашни предпринимателе патшалăх пулăшăвĕ пама хатĕррине палăртса хăварнă.

"Башинформ" материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: