Пушкăртстан Ялхуçалăх министерствин пресс-секретарĕ Алмаз Галимов пĕлтернĕ тăрăх, кунта çак çу культурине иккĕмĕш çул çеç ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Кăçал Чишма завочĕ 8 пин тонна çу вăрлăхне ĕçлесе хатĕрлеме планлать. Предприятин Евросоюз çĕршывĕсене 3,5 пин тонна рапс çăвĕ тăратма контракт пур ĕнтĕ.
Рапса халĕ республикăри 43 районта ÿстереççĕ, чи пысăк лаптăксем Илиш, Аургазă, Стерлитамак районĕсене тивет. Юлашки даннăйсем тăрăх, 54 пин тонна çу вăрлăхĕ пухса кĕртнĕ, çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 15 пин тонна ытларах.
Çитес çул рапс лаптăкĕсем мĕн чухлĕ пуласси хальлĕхе паллă мар, анчах 2019 çулхинчен кая мар, тесе пĕлтернĕ министерствăра.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.